
Красноармейски округӗнче пурӑнакан Григорьевсене «Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ» орден медалӗпе чысланӑ. Хушӑва Раҫҫей президенчӗ Владимир Путин алӑ пуснӑ.
Алексей Николаевичпа Наталия Николаевна 30 ҫул пӗрле пурӑнаҫҫӗ, вӗсем пилӗк ача ӳстернӗ. Ҫемье пуҫӗ ятарлӑ ҫар операцине хӑйӗн ирӗкӗпе кайнӑ, вӑл — волонтерсен пулӑшӑвӗн тата ҫар хатӗрленӗвӗн йӗркелӳҫи.
Шел те, Григорьевсен аслӑ ывӑлӗ Владимир пӗлтӗр юпа уйӑхӗнче СВОра паттӑрла пуҫ хунӑ, вилнӗ хыҫҫӑн ӑна Паттӑрлӑх орденӗпе чысланӑ. Владимир ҫар училищинче вӗреннӗ.
Палӑртса хӑварар: «Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ» орден медальне 4 е ытларах ача ӳстерекенсене параҫҫӗ. Куншӑн ҫемье 200 пин тенке тивӗҫет.

Искей Пайтулӗн тӑван тӑрӑхӗнче, Красноармейски районӗнчи Сурӑмхӗрри ялӗнче, стадион уҫӑлнӑ.
Искей Пайтулӗ 17-мӗш ӗмӗрӗн варринче пурӑннӑ. Вӑл поэт та пулнӑ, ҫар ҫынни те. Степан Разинпа пӗр шухӑшлӑ пулса 1670-1671 ҫулсенчи хресчен вӑрҫине хутшӑннӑ.
Байдул Искеев Ҫӗрпӳ уесне кӗрекен Хоракассинчи (вӑл яла тепӗр майла Карайкасси те тенӗ) ҫуралнӑ, халӗ вӑл ял Красноармейски районне кӗрет, Сурӑмхӗрри ятлӑ.
Ялти стадиона уҫма вырӑнти хастарсем, тӳре-шара, ял ҫыннисем хутшӑннӑ.

Красноармейскинчи тӗп вулавӑшра Нестер Янкас ячӗллӗ литературӑпа искусство тата культура пӗрлӗхӗн «Чӑвашлӑха аталантарнӑшӑн» медалӗпе вырӑнти хастарсене чысланӑ.
Сумлӑ йыша ҫак ҫынсем лекнӗ: Красноармейскинчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекен тата шкул вулавӑшӗнче ӗҫлекен Эльвира Чаховская, Пикшикри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенне тата директор канашҫине Людмила Тихонова, Карайри кану ҫурчӗ ҫумӗнчи пултаруллӑ юрӑҫа тата Хӗрарӑмсен канашӗн вырӑнти ертӳҫи Ираида Степанова.

Чӑвашстата чылай ҫул ертсе пынӑ Эльвира Максимова ку пукана пушатнӑ. Халӗ пуҫлӑх тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха Ольга Егорова пурнӑҫлать.
Эльвира Максимова Чӑвашстата 2009 ҫултанпа ертсе пынӑ. Халӗ вӑл ку ӗҫе пенси ҫине тухнӑ май пӑрахнӑ. Республика Элтеперӗ Олег Николаев ӑна кӳрентермен: «патшалӑх статистикине аталантарма тӳпе хывнӑшӑн тата нумай ҫул таса чунпа ӗҫленӗшӗн» Чӑваш Республикин Хисеп грамотипе чысланӑ.
Эльвира Максимова 1961 ҫулта Красноармейски районӗнче ҫуралнӑ. 1983 ҫулта вӑл И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчи экономика факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ.

Ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи культура ҫуртне «Пушкин карттипе» ҫамрӑксем пухӑннӑ. Кунта Наци библиотеки «Чӑваш фольклорӗн чӗрӗ йӑли-йӗркисем» ятлӑ музыка программи иртнӗ.
Уяв вӑхӑтӗнче халӑхӑн пуян сӑмахлӑхӗпе еткерлӗхӗ чӗрӗлсе тӑнӑ. Земфира Яковлева ертсе пыракан «Эткер» ансамбль хӑйӗн илемлӗ юрри-ташшипе пурин чӗрине те тыткӑнланӑ. Ачасем юрӑсем итленӗ кӑна мар, халӑх вӑйӑсене те хастар хутшӑннӑ: «Куҫ хупмалли», «Асанне мӗн тӑван?» тата «Хуралҫӑлла» вӑйӑсем чӑн-чӑн уяв кӑмӑл-туйӑмне йӗркеленӗ.
Николай Фомиряков ӑстаҫӑ вара чӑваш халӑх музыка инструменчӗсемпе — сӑрнайпа, варганпа, ҫатӑркапа паллаштарнӑ. Ачасем вӗсене алла тытса пӑхма тата кӗвӗ кӑларма пултарнӑ. Ку мероприяти чӑваш йӑли-йӗркине ҫамрӑк ӑру патне ҫитерме май панӑ.

Республикӑра тепӗр кинемей, Мавра Михайлова, 100 ҫул тултарнӑ.
Вӑл Красноармейски округӗнчи Ыхракасси ялӗнче пурӑнать. Кинемей юбилейне ҫу, уйӑхӗн 12-мӗшӗнче паллӑ тунӑ.
Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫлансан 15 ҫулти Мавра Свердловск хулине кайнӑ, унта производствӑра ӗҫлесе Ҫӗнтерӗве ҫывхартма пулӑшнӑ. Тӑван тӑрӑхне таврӑнсан вара Мавра Михайловна «Большевик» колхозра ӗҫленӗ, доярка пулнӑ, пӑрусем пӑхнӑ. Вӑрман ӗҫӗнче те тӑрӑшнӑ вӑл.

Ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Василий Дмитриев (Мӗтри Ваҫлейӗ) (10.05.1906-29.08.1977) физиолог, биологи наукисен кандидачӗ ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнӗ.
Вӑл Етӗрне уесӗнчи (халӗ Красноармейски районнее кӗрет) Ҫирӗклӗ ялӗнче ҫуралнӑ. Шупашкарти педагогика техникумӗнчен, Н.К. Крупская ячӗллӗ Коммунистсен воспитанийӗн академийӗнчен, Ленинградри медицина институтӗнчен, В.М. Бехтерев ячӗллӗ институтри аспирантурӑран вӗренсе тухнӑ.
1947-1950 ҫулсенче И.П. Павлов ячӗллӗ Ленинградри медицина институтӗнче преподавательте, 1950-1958 ҫулсенче Ленинградри педиатри медицина институтӗнче ӗҫленӗ. 1960-1964 ҫулсенче Ленинградри радиаци гигиенин наукӑпа ӑслӑлӑх институтӗнче ӗҫленӗ.
Физиологипе гигиена енӗпе 40 ытла аҫлӑлӑх ӗҫе ҫырнӑ. Вӑл пуҫ мимипе нерв тытӑмне тӗпченӗ, унӑн ӗҫӗсем ГДРта, Чехословакире, Болгаринче тата ытти хӑш-пӗр ҫӗршывра пичетленсе тухнӑ.
Чӑвашла сӑвӑсем, калавсем тата очерксем те ҫырнӑ.

Красноармейскинче «Ял пурнӑҫӗ» район хаҫачӗн парнисемшӗн ӑмӑрту иртнӗ. Старта ҫӑмӑл атлетсем тухнӑ.
МАХри «Хыпар-Вести Чувашии» каналта пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӑмӑл атлетсен эстафетине кӑҫал Раҫҫейри Халӑхсен пӗрлӗхӗн тата Чӑваш Республикинчи Халӑхсен туслӑхӗн ҫулталӑкне халалланӑ.
Ӑмӑртӑва садике ҫӳрекенсен, шкул ачисен, предприяти-организацире ӗҫлекенсен, ветерансен пӗрлештернӗ 23 команди хутшӑннӑ.
Спортсменсене Красноармейски округӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Олег Николаев, «Хыпар» издательство ҫурчӗн директорӗ - тӗп редакторӗ Дмитрий Моисеев, «Ял пурнӑҫӗ» хаҫат редакторӗ Валентина Багадерова ӑнӑҫу суннӑ.
Ҫӗнтерӳҫӗсене кубоксемпе, дипломсемпе, медальсемпе тата асӑнмалӑх парнесемпе хавхалантарнӑ.

40 ҫулти хӗрарӑм Аслӑ Британири арҫын вилмелле чирлӗ тесе ӗненнӗ те укҫасӑр тӑрса юлнӑ. Ҫапла вӑл ӑна 800 пин тенкӗ ытла куҫарса панӑ.
Ку Красноармейски округӗнчи хӗрарӑмпа пулса иртнӗ. Вӑл сусӑр ача ӳстерет, тӗрлӗ ыркӑмӑллӑх чатӗсенче тӑрать. Вӗсенчен пӗринче ун патне хӑйӗнпе «ют ҫӗршыв арҫынни» тесе паллаштарнӑ ҫын ҫырнӑ. Вӑл чирлӗ имӗш, виличчен сусӑр ачасене 2,5 млн доллар парса хӑварасшӑн, укҫана посылкӑпа янине пӗлтернӗ. Хайхи арҫын укҫан /5 пайне хӗрарӑма хӑйӗн валли хӑварма ирӗк панӑ.
Анчах хӗрарамӑн таможньӑшӑн, ытти тӑкакшӑн кӑна тӳлемелле имӗш. Ҫапла вӑл хӑй пухса пынӑ 820 ытла пин тенкине куҫарса панӑ.

Пӑрлӑ ҫумӑра, ҫил вӑйланнине пула республикӑри тӑватӑ округра – Муркаш, Хӗрлӗ Чутай, Красноармейски тата Шупашкар округӗсенче – 58 ял ҫутӑсӑр юлнӑ.
Пӗтӗмпе – 33 социаллӑ пӗлтерӗшлӗ объект, 6,5 пин ҫурт, вӗсенче 15 пин ытла ҫын пурӑнать. Авариллӗ бригадӑсем вырӑна тухнӑ, ӗҫлеҫҫӗ. Ӗҫ хӑвӑртрах пытӑр тесе Самар тата Чӗмпӗр облаҫӗсенчен, Мордва Республикинчен тепӗр 15 экипаж пулӑшма ҫитнӗ. Вӗсем Шупашкар, Муркаш, Красноармейски округӗсенче тата Ҫурҫӗр поселокӗнче ӗҫлеҫҫӗ.
Тӳре-шара лару-тӑрӑва сӑнаса тӑрать. Электроэнергие ҫывӑх вӑхӑтра пама шантарнӑ.
